Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет ничего удивительного в том, что вы разных национальностей, культур. И ваша «разность и непохожесть» для того, чтобы вы познавали друг друга, изучали языки, другие вам культуры, знакомились с неизвестными доселе вам людьми. ____ Сила России в единстве народов. “Мусульманский приход N°37 имени Шамбазова Айнетдина хазрата” организовал круглый стол "Сила России в единстве народов", который прошел в Музее краеведения и истории города Новочебоксарск.
252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕркисене уçса паратпăр. Эсĕ чăннипех те Турă хушнипе çут тĕнчери мĕн пур халăха чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакан элчĕ пулнине, эсĕ этемлĕхе Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернине çирĕплететпĕр. 253. Эпир нихăçан та Турă Сăмахне пĕлтерекен элчĕне пулăшусăр хăварман. Эпир йĕркеленипе элчĕсемпе пророксем пурте пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă, вĕсем Çÿлти Турă умĕнче тĕрлĕ шайра тăнă. Пĕрисемпе Эпир Моисейпе калаçнă евĕр калаçнă. Мухаммада Эпир чи çÿллĕ шая хăпартса ăна Сăваплă Коран йĕркисене пĕлтернĕ. Эпир Мария ывăлне Иисуса та пăрахман. Пирĕн хăватпа вăл асамлă ĕçсем тунă: вилнĕ çынна чун кĕртнĕ, чирлĕ çынна сыватнă. Эпир хушнипе ăна Гавриил пирĕшти пулăшса пынă. Çакна пĕлĕр: вĕсем пурте çынсене тÿрĕ çул çине тăма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме чĕнсе каланă. Турă çак çынсем çут тĕнчерен уйрăлса кайсан тĕнчене килнĕ халăхсене пĕр-пĕринпе вăрçăнма, тĕн пирки тавлашма чарнă пулĕччĕ те, анчах та чармасть. Мĕншĕн тесен Вăл этеме пурнăç çулне хăй тĕллĕн суйлама ирĕк панă. Çавăнпа та çынсем хушшинче яланах хирĕçÿ те курайманлăх: пĕрисем Турра ĕненеççĕ, теприсем ĕненÿсĕр пурăнаççĕ. Çÿлти Турă мĕн пур çынна пĕр сăмах тупма пулăшĕччĕ те мĕн пур ыйтăва татса панă пулĕччĕ. Анчах та Вăл Хăй мĕн тăвас тенине çеç тăвать. 254. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă панă ырлăхпа мĕн явап кунĕ çитиччен усă курса пурăнăр, Турă панă пурлăха ырă ĕç туса тăкаклăр, ăна сая ан ярăр. Явап кунĕ çитсен сире ятлă-сумлă çынсемпе туслă пулни те, суту-илÿ туса пухнă пуянлăх та пулăшаймĕç. Çав кун пĕр чун та сирĕн хута кĕреймĕ. Суя тĕнпе пурăнакансем тÿрĕ çул çине тăма шутламаççĕ, çавăнпа та вĕсен ĕçĕсем тасамарлăхпа тата тĕрĕсмарлăхпа тулнă.
✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети
22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где и располагается Духовное управление мусульман республики, прошло торжество по случаю 145-летия первой мечети махалли. Она находится в самой середине села, отсюда и название - "Урталык".
Первый камень мечети был заложен ещё в 1878 году. В 30 годы ХХ столетия храм закрыли и хотели перенести в другое место, но ночью случился пожар — мечеть сгорела. В течение полутора веков её возводили несколько раз.
В честь знаменательной даты исторического построения в мечети было организовано большое торжество, программа которого включала поздравление гостей, игры для детей, вручение подарков, большой маджлис.
Председатель ДУМ ЧР Мансур хазрат Хайбуллов выступил со словами приветствия от имени главы ДУМ РФ и муфтия ЧР Альбира хазрата Крганова и поздравил жителей села. На торжестве также выступили шакирды летних духовных курсов.
246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яман-и? Вĕсен пуянĕсем, ятлă-сумлă çыннисем Самуила: «Самуил! Пĕр-пĕр çынна суйласа ил те ăна пирĕнпе патша пулмалла ту! Вăл пире тÿрĕ çулпа ертсе пытăр. Вăл пире Çÿлти Турă ятне çÿле çĕклес, чăн тĕне хÿтĕлес тесе тăшмана хирĕç кĕрешме çапăçу хирне ертсе тухтăр!» – тесе каланă. «Енчен те Турă сире çапăçу хирне тухма хушсан эсир Унăн Сăмахне итлемерĕр, тăшмана хирĕç тăрас вырăнне килĕрсенче ларса юлтăр пулсан? Ун чухне мĕн калатăр?» – тенĕ Самуил. Çак сăмах пуян та ятлă-сумлă çынсене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. «Мĕншĕн пирĕн Çÿлти Турă Сăмахне итлес мар? Мĕншĕн пирĕн Унăн ятне асăнса тăшмана хирĕç тăрас мар? Суя тĕнпе пурăнакансем пире тăван çĕршывран хăваласа янă, пирĕн ачасене тыткăна илнĕ, вĕлернĕ», – тенĕ вĕсем. Анчах та Çÿлти Турă вĕсене çапăçу хирне тухма хушсан, нумайăшĕ Турă Сăмахне итлемен. Çапла тунипе вĕсем Турра, Самуила тата хăйсене хăйсем панă сăмаха тытман. Анчах та çут тĕнчене пултарнă пĕртен-пĕр Турă чыссăр та пÿтсĕр çынна та пĕлет. Çавăнпа та çав çын Турă умĕнче явап тытмасăр юлас çук. 247. «Израиль ывăлĕсем! Çÿлти Турă хушнипе Саул патша пулĕ, сире ертсе пырĕ!» – тенĕ Самуил. «Мĕншĕн уйрăмах Саулăн патша пулмалла? Мĕншĕн Çÿлти Турă Саула суйланă? Эпир унран пуянрах та сумлăрах! Çавăнпа Саул мар, эпир патша пулма тивĕç!» – тесе каланă пуянсемпе ятлă-сумлă çынсем. «Çÿлти Турă хăвачĕпе Саул çав тери ăслă та пархатарлă çын. Вăл патшалăх ертÿçи пулма тивĕç, вăл вăрçă ăсталăхне те аван пĕлет. Çавăн пекех Саул вăй-хăват тĕлĕшĕнчен те мухтава тивĕçлĕ çын. Чăн калатăп: Çÿлти Турă Хăй кама халăха ертсе пыртарас тет, çавна патшана кăларать. Çакна нихăçан та ан манăр!» – тесе пĕлтернĕ Самуил. 248. «Турă Моисее панă Сăмаха çырса хунă чул хăмасем, Моисей кил-йышĕнчен тата Аарон кил-йышĕнчен мĕн юлни сирĕн пата таврăнни Саул патша пулма тивĕçлине çирĕплетсе парĕç. Çак япаласене сире пирĕштисем тавăрса парĕç. Çак япаласем Израиль ывăлĕсен аллинче пулни сире канăçлăх парĕ. Эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненетĕр пулсан, çак пулăмсем сире Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăхпа пĕр килнине çирĕплетсе парĕç», – тенĕ Самуил. 249. Саул çар пухса çула тухсан тăван халăхне çапла каланă: «Çут тĕнчене пултарнă Турă сире тĕрĕслесе тăрĕ. Эпир юханшыв хĕррипе иртĕпĕр. Чăтăмлă пулăр! Шăрăх аптратсан та, çав юханшывран шыв ан ĕçĕр. Ĕçсен те пĕр сыпкăмран ытла мар. Çак виçерен иртекен çын Турă Сăмахĕнчен иртĕ те тек нихăçан та пирĕнпе пулаймĕ. Вăл пирĕншĕн ют пулĕ». Юханшыв хĕррине тухсан нумайăшĕ Саул сăмахĕсене манса тăраниччен шыв ĕçнĕ. Çавăнпа та юханшыв урлă Турра ĕненекен, Турă хушнине пурнăçласа пĕр сыпкăмран ытла шыв ĕçмен çынсем кăна каçайнă. Çыран тепĕр енне çитсен вĕсем çарта çав тери сахал çын юлнине курнă. «Голиаф çарне хирĕç тăма пирĕн вăй-хал çитеес çук», – тенĕ вĕсем кулянса. Анчах та Турра чун-чĕререн ĕненекен, çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Çÿлти Турă патне таврăнасса пĕлекен çынсем пĕрре те хуйхăрман: «Турă пулăшнипе пĕчĕк çар пысăк çара миçе хут çĕнтернине аса илĕр!» – тенĕ. Çÿлти Турă чăтăмлă та йывăрлăхран хăраман çынна нихăçан та пăрахас çук. Вăл ăна яланах пулăшса пырать. 250. Çапăçу пуçлансан Турра ĕненекенсем: «Турăçăм! Пире чăтăмлăх парсам! Пирĕн урасене çирĕплĕх парсам! Турăçăм! Пире суя тĕнпе пурăнакан тăшмана парăнтарма пулăшсам!» – тесе кĕлĕ тунă. 251. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулăшнипе чăн тĕнпе пурăнакансем çĕнтернĕ, тăшман çарĕ саланса пĕтнĕ. Давид çав çапăçура хăй çав тери паттăр пулнине кăтартнă, вăл Голиафа вĕлернĕ. Çÿлти Турă ăна Саул хыççăн патша пулмалла тунă, Давида Хăй мĕн вĕрентес тенине вĕрентнĕ. Çÿлти Турă çут тĕнчери халăхсене усал шухăшлă çынсенчен упраман пулсан, таса пурнăçпа пурăнакансене усал шухăшлă çынсенчен хÿтĕленме май паман пулсан çĕр чăмăрĕ çинче нихăçан та канлĕх пулмĕччĕ, çынсем пĕр-пĕрне вĕлерсе пĕтерĕччĕç. Анчах та Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна хĕрхенет, пурне те ырлăх сунать.
243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине эсĕ илтнĕ ĕнтĕ. Турă малтан вĕсене пурне те вĕлернĕ, унтан чун кĕртнĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çынна хĕрхенет, ăна Хăйĕн ырăлăхне парать. Анчах та нумайăшĕ çакна ăнланмасть, Турра тав тумасть. 244. Çĕр çинчи пурнăç ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлас çук. Çавăнпа та чăн тĕншĕн тата чăнлăхшăн кĕрешĕр, чунăрсене ан хĕрхенĕр. Çÿлти Турă пĕтĕмпех илтнине, пĕтĕмпех пĕлнине яланах асра тытăр. 245. Çапăçу хирне Турă ятне асăнса тухакан çынна укçа-тенкĕ, пурлăх парса пулăшăр. Эсир тунă пĕр ырă ĕç те сая каяс çук. Турă эсир тăкакланă пурлăха сире ÿстерсе тавăрса парĕ. Çавăнпа та Çÿлти Турă ятне асăнса çапăçу хирне тухакан çынна пулăшма васкăр. Турă ырă тăвакана ырă курмалла, усал тăвакана усал курмалла тăвать. Сирĕн пурин те çут тĕнчене пултарнă Турă патне явап тытма таврăнма тивнине ан манăр!
240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса пурăнччăр, ăна мĕн кирлипе тивĕçтерччĕр, нимĕнпе те ан хĕсĕрлеччĕр, хăваласа ан яччăр. Анчах та хĕрарăм çак килтен хăй ирĕкĕпе тухса каяс, хăйĕн ăсĕ-тăнĕпе килĕшÿллĕн Турă хушнă пек пурăнас тени те çылăх мар. Ăна ан чарăр. 241. Таса чун-чĕреллĕ пулăр, Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр. Çавăнпа та уйрăлнă чухне арăма тивĕçлĕ парне парăр, ăна ан кÿрентерĕр. 242. Çапла майпа Çÿлти Турă сире Хăйĕн Сăмахне пĕлтерет, ăнлантарса парать. Тен, эсир Турă Сăмахĕ мĕне пĕлтернине тимлесе илетĕр.
238. Турра ĕненекенсем! Турă хушнине пурнăçласа вăхăтра кĕлĕ вулăр тата кĕлĕ йĕркине çирĕп тытса пырăр. Уйрăмах вăтам кĕлĕпе тимлĕ пулăр. Кĕлĕ вуланă чухне Турă умĕнче хăвăра лăпкă тытăр, тем çинчен ан шухăшлăр, таса чун-чĕреллĕ пулăр. 239. Пĕр-пĕр хăрушлăх пур пулсан та кĕлĕ йĕркине ан манăр, Турă хушнине пурнăçласа çуран утнă чухне те, ут утланса пынă чухне те кĕлĕ вулăр. Анчах та инкеке лекес хăрушлăх çук пулсан, кĕлĕ йĕркине çирĕп тытса пырăр, Çÿлти Турă сире хăвăр халиччен пĕлменнине вĕрентнине асра тытăр.
233. Ача ашшĕ хирĕç мар пулсан, хĕрарăм тин çуралнă ывăлне е хĕрне икĕ çул хушши кăкăр сĕчĕпе тăрантса пурăнтăр. Çапла туни ачана пысăк усă кÿрĕ, унăн сывлăхне çирĕплетĕ. Упăшкин арăмне те, ачине те май килнĕ таран апат-çимĕçпе, кĕпе-йĕмпе, тум-тирпе тивĕçтермелле, вĕсемпе яланах ырă кăмăллă пулмалла. Çÿлти Турă пĕр çынна та этем çĕклейми йывăр çĕклем памасть. Турă пулăшсан этем кирек епле лару-тăруран та тухать, пур ыйтăва та татса парать. Нихăçан та ача амăшне тăван ачинчен уйăрса ан кÿрентерĕр, ăна ан хĕсĕрлĕр. Хĕрарăм та упăшкине ачине пăхма ытла нумай укçа ыйтса ан кÿрентертĕр, виçерен ан ирттĕр. Ачашăн амăшне те, ашшĕне те ан кÿрентерĕр. Ача ашшĕ ĕçлейми пулсан, халал хучĕ тăрăх унăн пурлăхне тивĕçекен çын арçынна пăхса пурăнтăр, ăна мĕн кирлипе тивĕçтертĕр. Ашшĕпе амăшĕ пĕр сăмах тупса ачана кăкăр ĕмтерме пăрахтарас тени çылăх мар. Çапла тунинче ним япăххи те çук. Пĕр-пĕр хĕрарăма ачана кăкăр сĕчĕпе тивĕçтерме чĕнсе илни те çылăх мар. Анчах та çав хĕрарăма ĕçĕшĕн тав тума, тÿлеме ан манăр. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр. Мĕншĕн тесен Вăл эсир мĕн тунине пĕтĕмпех курать. 234. Упăшки вилсен тăлăха юлнă хĕрарăмсен качча кайма васкамалла мар, тăватă уйăх та вунă кун кĕтмелле. Çапла туса вĕсем çие юлнипе юлманнине пĕлеççĕ тата çут тĕнчерен уйрăлса кайнă упăшкине хисепленине кăтартаççĕ. Палăртнă вăхăт иртсен тăлăха юлнă арăм Турă хушнă пек пурăнса качча тухни унăн тăванĕсене çылăх мар. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, эсир мĕнле пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. 235. Эсир тăлăха юлнă арăма хăвăр ăна килĕштернине, ăна çураçас тенине систерме пултаратăр. Çапла туни çылăх мар. Мĕншĕн тесен сирĕн мĕн пур шухăш-ĕмĕтĕр ун пирки кăна пулĕ. Çÿлти Турă çакна питĕ лайăх пĕлет. Тăлăха юлнă арăма çынран вăрттăн нимĕн те ан шантарăр, авланас тени çинчен пурте илтмелле ан калăр, хăвăр шухăшăра çепĕççĕн систерĕр. Анчах та палăртнă вăхăт иртиччен (тăватă уйăх та вунă кун) кĕтĕр, туй туса пĕрлешме ан васкăр. Адам ывăлĕсем! Турă сирĕн чунăрсенче мĕн упраннине пĕлнине нихăçан та ан манăр, Ун умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Анчах та çав вăхăтрах Вăл сире ăнланнине, сире хĕрхенсе каçарнине яланах асра тытăр! 236. Арçынсем! Эсир мăшăрăртан унпа çывăх пулмасăр, туй парнин виçи пирки калаçса татăлмасăр уйрăлас тени те çылăх мар. Анчах та хĕрарăма нимсĕр кăларса ан ярăр, туй парнин виçине хăвăр ирĕкпе палăртăр та арăма парăр. Çавăнпа та туй парнин виçи тивĕçлĕ пултăр: пуян çын пуянлăхне кура патăр, чухăнни мĕн чухлĕ пама пултарать, çавăн чухлĕ патăр. Ырă çын çапла тăвать. Ырă çын пулма тăрăшăр. 237. Арçынсем! Эсир мăшăртан унпа çывăх пулмасăр, анчах та туй парнин виçине палăртнă хыççăн уйрăлас тетĕр пулсан туй парнин çуррине парăр. Анчах та хĕрарăм е унăн çывăх тăванĕ туй парнине илес мар тет пулсан, памасан та пултаратăр. Арçынсем хĕрарăма туй парнине пама шеллеменни, çав вăхăтрах хĕрарăмсем туй парнине илес теменни тĕрĕс. Çапла туни çын чыслă та сăпайлă пулнине кăтартать. Сирĕн пĕр-пĕринпе яланах ырă кăмăллă пулмаллине ан манăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă эсир мĕнле пурăннине, мĕн тунине курать.
226. Арăмпа пĕр вырăн çине выртмастăп тесе тупа тунă çын хăйĕн сăмахне тăватă уйăх тытса пурăнтăр. Анчах та çак вăхăт иртиччен вăл хăйĕн шухăшне улăштарать, мăшăрĕпе ар хутшăнăвне кĕрет пулсан, сăмахне мантăр. Турă сире хĕрхенет, Вăл тÿрĕ çулпа утакана каçарать. 227. Арăмĕнчен уйрăлас тенĕ арçын Çÿлти Турă унăн мĕн пур сăмахне илтнине, вăл мĕн туса пурăннине пĕлнине яланах асра тыттăр. 228. Мăшăрĕнчен уйрăлнă хĕрарăм виçĕ уйăх хушши качча каймасăр пурăнтăр. Вăл Турра ĕненет пулсан, явап кунĕ çитессе пĕлет пулсан, хăй пушă мар пулнине ăнлансан çакна ача ашшĕнчен ан пытартăр, хăй пушă мар иккенне арçынна пĕлтертĕр. Çак хыпара илтсен арçыннăн хĕрарăма каялла тавăрса арăм тума тивĕç пур. Арçынпа хĕрарăм пĕр тан: вĕсен иккĕшĕн те пĕр-пĕрин умĕнче тивĕç те, яваплăх та пур. Анчах та арçын шайĕ çÿллĕрех. Мĕншĕн тесен вăл кил-йышшăн тата ачисемшĕн яваплă, унăн мăшăрне те, ачисене те тăрантмалла, тумлантармалла. Чăн калатăп: Çÿлти Турă тем тума та пултарать. Вăл аслă, мухтавлă, хăватлă. 229. Арçын хĕрарăмран уйрăлас тенине икĕ хут каласа пĕлтертĕр. Унтан арăмĕпех юлăр е ним тавлашмасăр, ним вăрçăнмасăр ăна ирĕке ятăр, ан чартăр. Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕркене нихăçан та ан пăсăр. Çавăнпа та хăвăр панă сăмаха тытма пултаратăр пулсан арăмран хăвăр ăна мĕн парнеленине каялла тавăрса пама ан ыйтăр. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Арçын кăна мар, хĕрарăм та уйрăлас теме пултарать. Çавăнпа та арăмĕ упăшкине мĕн те пулин парса е укçан тÿлесе уйрăлса ирĕке яма ыйтни çылăх мар. Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕрке ку. Турă Сăмахĕнчен нихăçан та ан иртĕр. Мĕншĕн тесен Турă çирĕплетнĕ йĕркесене пăсакан этем чыссăр та намăссăр чун. 230. Арăмĕнчен уйрăлнă арçын тепĕр чухне мăшăрне каялла тавăрса çĕнĕрен çемье çавăрас тет. Анчах та çапла тума юрамасть. Мĕншĕн тесен хĕрарăмăн малтан урăх арçынна качча тухса унран уйрăлмалла. Вара тин вăл унчченхи упăшки патне таврăнма, унпа çемье çавăрма пултарать. Анчах та вĕсен иккĕшĕн те Çÿлти Турă Сăмахне çирĕп тытса пымалла, чăн тĕнпе пурăнмалла, Турă çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмалла. Çÿлти Турă ĕненÿпе пурăнакан ăслă-тăнлă çынна Хăйĕн Сăмахне, Хăй çирĕплетнĕ йĕркене ăнлантарса парать. 231. Арăмĕнчен уйрăлас текен арçын палăртнă вăхăт иртиччен (виçĕ уйăх) тăхтатăр та пулни-иртнине манса малашне те мăшăрĕпех пурăнтăр е ăна ирĕке ятăр. Вăл арăмне сиен кÿрес е асаплантарас тесе килĕнче тытса ан тăтăр, Турă Сăмахĕнчен иртсе çылăха ан кĕтĕр. Мĕншĕн тесен Турă Сăмахĕнчен иртекен çын хăйне хăй сиен кÿрет, хăйне хăй асаплантарать. Çÿлти Турă Сăмахне вăйă вырăнне ан хурăр, Турă кÿнĕ ырлăха нихăçан та ан манăр. Çÿлти Турă сире Сăваплă Коран йĕркисене пĕлтерсе тĕрĕс çул кăтартнине, Вăл сире вĕрентсе çутта кăларнине асра тытăр. Çÿлти Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна пĕлет. 232. Сирĕнтен уйрăлнă хĕрарăм унчченхи упăшкине савать пулсан, упăшки те ăна юратать пулсан, вĕсене пĕрлешсе çемье çавăрма ан чарăр, анчах та палăртнă вăхăт иртиччен кĕтĕр. Турра ĕненекен, явап кунĕ çитессе пĕлекен çын çак йĕркене тытса пытăр, Турă хушнинчен ан ирттĕр. Çапла туни сирĕншĕн чыслă та таса пулĕ. Анчах Çÿлти Турă пĕтĕмпех курнине, пĕтĕмпех пĕлнине нихăçан та ан манăр.
224. Вĕçĕмсĕр Турă ятне асăнса тупа туни килĕшÿсĕр. Çавăнпа та кирлĕ-кирлĕ мар чухне Турă ятне ан асăнăр. Çÿлти Турă ятне асăнса тупа туни сире ырă ĕç тума ан чартăр. Турă ячĕпе панă сăмах сире Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан пулма пулăшса пытăр, вăл сире çынсене пĕр сăмах тупма пулăшма ан кансĕрлетĕр. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 225. Турă сире хăвăр чăнлăха пĕлмесĕр, ăна-кăна чухламасăр пĕр вĕçĕмсĕр сăмах панăшăн, тупа тунăшăн асап ямасть. Вăл сире каçарать. Анчах та сирĕн чĕрĕрте усал шухăш пулсан, эсир пĕр-пĕр çынна усал тума е кÿрентерме сăмах парсан, хăраса тăрăр. Турă сире инкек курмалла тăвĕ, сирĕн çине асап ярĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă сире ăнланать, хĕрхенет, каçарать.
221. Нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакан хĕрарăма качча ан илĕр. Вăл малтан хăйĕн тĕнне пăрахăçласа ислам тĕнне йышăнтăр. Нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакан ирĕклĕ хĕрарăм сире çав тери килĕшет пулсан та, вăл тыткăна лекнĕ чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмран кая. Хĕрĕре нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакан арçынна качча ан парăр. Пулас мăшăр малтан ислам тĕнне йышăнса тÿрĕ çул çине тăтăр. Турра ĕненекен тарçă суя тĕнпе пурăнакан ирĕклĕ çынран пур-пĕрех паха. Суя тĕнпе пурăнакан çын сире çав тери килĕшни те çак йĕркене пăсас çук. Нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакансем сире тамăк вутне кĕме чĕнеççĕ. Çÿлти Турă сире çăтмаха кĕме тата Турă каçарăвне тивĕçме чĕнет. Вăл сире Хăйĕн Сăмахне ăнлантарса парать, çак Сăмах сире ырра вĕрентсе тĕрĕс çул кăтартать. 222. Çынсем санран хĕрарăмпа унăн уйăх хушши пулнă вăхăтра савăшма юрать-и тесе ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: «Çак вăхăтра хĕрарăм хăйне начар туять. Уйăх хушши чухне мăшăрпа ар хутшăнăвне ан кĕрĕр, вăл тасалса çитиччен тăхтăр. Тасалса çитсен хăвăрăн тивĕçе Турă хушнă пек пурнăçлăр». Чăн калатăп: Çÿлти Турă çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе тасамартан тасалакан çынна юратать. 223. Арăм сирĕншĕн ана евĕр – эсир вăрлăх акса ачаллă пулатăр. Çавăнпа та çак ана çине хăвăр мĕнле кĕрес тенĕ пек кĕрĕр те вăрлăх акăр. Анчах та киленÿ шыраса намăса ан манăр, усал туса çылăха ан кĕрĕр; ырă ĕçсен виçине ÿстерме тăрăшăр, леш тĕнчене кĕтсе илме хатĕрленĕр. Адам ывăлĕсем! Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр, палăртнă вăхăт çитсен пурин те Ун умне тухса тăма тивнине ан манăр. Çак хыпара Турра ĕненекенсене пĕлтерсе савăнтар!
219. Çынсем санран эрехпе этеме хĕртсе яракан вăйăсем пирки ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: «Вăл та, ку та этеме пысăк сиен кÿрет. Анчах та вĕсен усси те çук мар. Çав-çавах эрех патне тата этеме хĕртсе яракан вăйăсем патне çывхаракан çын çав тери пысăк çылăха кĕрет». Çынсем санран пурлăхăн хăш пайне чухăнсемпе нуша куракансене пама уйăрса хумалли çинчен ыйтаççĕ. «Хăвăр усă курнă хыççăн юлнă пурлăха», – тесе пĕлтер. Çапла майпа Çÿлти Турă сире Хăйĕн Сăмахне пĕлтерет, Хăйĕн Сăмахне сире ăнлантарса парать. Тен, эсир çакăн çинчен шухăшлатăр та тÿрĕ çул çине тăратăр. 220. Тен, çакна илтсен эсир пурнăç çинчен, хăвăра леш тĕнчере мĕн кĕтни çинчен кăшт та пулин шухăша каятăр. Вĕсем санран тăлăха юлнă ачасем пирки ыйтаççĕ. Çапла хуравла: «Тăлăха пулăшни вăл – ырă ĕç». Енчен те эсир хăвăр пурлăхăра тăлăха юлнă ачан пурлăхĕпе пĕрлештеретĕр пулсан, тăлăха хăвăр пата илсе ăна вĕрентетĕр пулсан, ăна ырă сĕнÿ-канаш паратăр пулсан, пĕр-пĕриншĕн тăван евĕр пулатăр. Ан манăр – Çÿлти Турă чыссăр çынна та, ырă тăвакан çынна та курать. Турă сире усал суннă пулсан, эсир йывăр лару-тăрăва е пĕр-пĕр инкеке лекнĕ пулăттăр. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тем тума та пултарать. Вăл аслă, мухтавлă, хăватлă.
216. Çут тĕнчене пултарнă Турă сире хăвăра хĕсĕрлекен, хăвăра хĕн-хур айне тăвас текен, хăвăра пĕтерме ĕмĕтленекен суя тĕнпе пурăнакан ушкăна хирĕç кĕрешме хушнă. Çапах та çак пархатарлă ĕç сире пĕрре те килĕшмен. Анчах та тепĕр чухне сире килĕшмен ĕç хăвăра çав тери пысăк усă кÿрет, килĕшекенни вара сиен кÿрет. Малашлăхра сирĕнпе мĕн пулассине пĕр Турă çеç пĕлет. Эсир çакна пĕлес çук. 217. Çынсем санран юн тăкма юраман уйăхра Мекка хулинче пурăнакан суя тĕн çыннисене хирĕç кĕрешме юрать-и тесе ыйтаççĕ. Çапла хуравла: «Юн тăкма юраман уйăхра çапăçу хирне тухни çылăх. Анчах та этем Турă пилленĕ çул çинчен пăрăнни, суя тĕнпе пурăнни, вăл кĕлĕ вулакансене таса çуртран хăваласа яни калама çук пысăк çылăх шутланать. Ан манăр: нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнни вăл çынна вĕлернинчен те пысăк çылăх. Суя тĕнпе пурăнакансем сире тÿрĕ çул çинчен пăрса ямасăр та лăпланас çук. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – сире чăн тĕнрен сивĕтсе хăйсен тĕнне çавăрасси. Чăн тĕне пăрахса суя тĕнпе пурăнса вилекен çын телейсĕр. Унăн çак пурнăçри ĕçĕсем те, леш тĕнчери ĕçĕсем те усăсăр пулĕç, сая кайĕç. Вĕсем яланлăхах тамăка кĕрĕç, унта çунса асапланĕç». 218. Чăн тĕне упраса хăварас тесе тăван тăрăха пăрахса Мекка хулинчен Медина хулине пурăнма куçнă çынсем Турра чун-чĕререн ĕненеççĕ, вĕсем Турă пулăшса пырасса шанаççĕ. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă вĕсене хĕрхенет, Вăл тÿрĕ пурнăçпа пурăнакана каçарать, ăна ырăлăх курмалла тăвать.
215. Çынсем санран пурлăхăн хăш пайне тата кама парса тăкакламалли çинчен ыйтаççĕ. Вĕсене çапла каласа пĕлтер: «Пурлăха аçăр-аннĕре, тăванăрсене, çывăх çыннăрсене, тăлăхсене, чухăнсемпе çулçÿревçĕсене пулăшас çĕре ярăр. Турă эсир кирек епле ырă ĕç тунине те курать, пĕлет. Эсир тунă пĕр ырă ĕç те сая каяс çук».
214. Эсир Турра ĕненекен çынсем чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене курмасăрах çăтмаха кĕме ĕмĕтленетĕр-и? Мĕн кăна курман вĕсем хăйсен пурнăçĕнче! Вĕсене тĕрлĕ инкек-синкек аптратнă, хуйхă-суйхă хавшатнă. Тепĕр чухне Турă элчи те, Турра ĕненекенсем те ним тума пĕлменрен: «Турăçăм! Эсĕ пире хăçан пулăшăн-ши?» – тесе кĕлĕ тунă. Çапла! Çÿлти Турă нумай кĕттермĕ, часах пулăшĕ!
Если люди собрались, чтобы вспомнить о Боге, то ангелы непременно окружат их, и этих собравшихся накроет Божья милость, и снизойдет на них глубокое спокойствие.
18 июля в Батыревском округе Чувашии рядом с АЗС «Татнефть» откроют новый молельный дом для путников.
208. Турра ĕненекенсем! Турă Сăмахне сума суса пурăнăр, чăн тĕне çирĕп тытса пырăр. Нихăçан та шуйттан хыççăн ан кайăр. Вăл сире ыррине вĕрентес çук. Вăл сирĕншĕн чĕр тăшман пулнине нихăçан та ан манăр. 209. Турă сире Хăйĕн Сăмахне пĕлтерсе тĕрĕс çул кăтартнă. Çавăнпа та тÿрĕ çул çинчен пăрăнса улталанасран сыхланăр. Çÿлти Турă тем те тума пултарнине, Вăл çав тери аслă та хăватлă пулнине пĕлсе тăрăр. 210. Мухаммад вăл Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен элчĕ пулнине ĕненмен чун Турă Хăйĕн пирĕштийĕсемпе пĕрле ун умне тÿперен анса тăрасса, Турра хăй куçĕпе курасса шанать-и? Анчах та çут тĕнчери кашни чун шăпи паллă. Мĕншĕн тесен çут тĕнчере пĕтĕмпех Çÿлти Турă палăртнă пек пулса иртет. 211. Израиль ывăлĕсенчен Эпир вĕсене Турă Сăмахне пĕлтерекен çынсем калани чăнлăх пулнине çирĕплетекен мĕн чухлĕ асамлăх кăтартнине, вĕсене миçе йĕрке Сăмах пĕлтернине ыйтса пĕл. Ку вăл – Çÿлти Турă панă ырлăх. Çавăнпа та çак ырлăха сутакан çын Çÿлти Турă хушнипе килекен асап хăрушă пулнине ан мантăр. 212. Çут тĕнчене пултарнă Турă тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулнине, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен элчĕ пулнине ĕненмен чун çак тĕнчери ырлăхпа киленсе улталаннă. Çавăнпа та вăл Турра ĕненекенсенчен кулса пурăнать. Анчах та явап кунĕ çитсен Турă умĕнче çылăха кĕме хăранă çын чыссăр çынран çÿлерех те хисеплĕрех пулĕ. Çÿлти Турă чăнах та пĕрне çĕр çинчи пурнăçра нумай ырлăх парать, теприне нуша курмалла тăвать. Анчах та Турă çапла майпа этеме тĕрĕслет, унтан пурне те тивĕçлипе тавăрса парать. 213. Ĕлĕк çынсем пурте пĕр халăх пулнă, пурте пĕр çулпа утнă. Турă вĕсем патне ырă хыпар пĕлтерекен, тĕрĕс пурăнма вĕрентекен арсене янă. Çавăн пекех Вăл çынсем хушшинче сиксе тухнă ыйтусене, вăл е ку лару-тăрăва тивĕçлĕ майпа татса пама Хăйĕн Сăмахне пĕлтернĕ. Анчах та çынсем пĕр-пĕрне курайманран, пĕр-пĕрне ăмсаннăран тĕрлĕ ушкăна пайланнă. Пĕр пайĕ чăнлăха йышăнман та Турă Сăмахĕ пирки тавлашнă. Çавăнпа та Турă Хăйĕн Сăмахне ĕненекен çынсене кăна тÿрĕ çулпа уттарнă. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă Хăй кама тÿрĕ çулпа уттарас тет, çавна кăна тĕрĕс çул çине кăларать.
207. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине чун-чĕререн ĕненекен çынсем те пур, Унăн кăмăлне тивĕçтерес тесе хăйсен пурнăçĕсене шеллемен çынсем те пур. Вĕсем çав тери чыслă та таса. Чăн калатăп: Çÿлти Турă Хăйĕн чурисене хĕрхенет, вĕсене тĕрлĕ усалтан упрать.
204. Сана хăшĕ-пĕри çĕр çинчи пурнăçа мухтаса калани, çĕр çинчи ырлăхпа илĕртни тĕлĕнтерет. Сана унăн сăмахĕсем тепĕр чухне килĕшме те пултарĕç. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн чĕринче мĕн упраннине Турă ятне асăнса пĕлтерет. Анчах та ан улталан. Çав çын саншăн чĕр тăшман пулса тăрать. Вăл сана тÿрĕ çул çинчен пăрса ярас тет. 205. Çак этем санран пăрăнса утсанах çылăха кĕме васкать, çынсене усал тăвать, тыр-пула сиен кÿрет те выльăх-чĕрлĕхе амантать. Унра ним ырри те çук. Чыссăр та намăса çухатнă çынна Турă юратмасть. 206. Çав этеме: «Эсĕ мĕн хăтланатăн? Турăран хăра!» – тесе каланин те усси пулас çук. Вăл хăйне çав тери мăнна хунăран хăйĕн пĕр çылăхне те курмасть. Çапла, уншăн тамăк вучĕ çителĕклĕ пулĕ. Анчах та тамăк вучĕ вăл çав тери хăрушă вырăн!
How can I read @saifchu without a Telegram account?
TGViewer shows the public web preview Telegram publishes for Саиф: recent posts, photos, videos and the subscriber count, with no app, login or account.
How many subscribers does Саиф have?
Саиф (@saifchu) has 45 subscribers on Telegram, refreshed roughly every 30 minutes.
Does Саиф know I viewed it here?
No. Public channel previews carry no viewer identity, and TGViewer has no accounts or tracking of what you look up.