TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #142 85
208. Турра ĕненекенсем! Турă Сăмахне сума суса пурăнăр, чăн тĕне çирĕп тытса пырăр. Нихăçан та шуйттан хыççăн ан кайăр. Вăл сире ыррине вĕрентес çук. Вăл сирĕншĕн чĕр тăшман пулнине нихăçан та ан манăр.
209. Турă сире Хăйĕн Сăмахне пĕлтерсе тĕрĕс çул кăтартнă. Çавăнпа та тÿрĕ çул çинчен пăрăнса улталанасран сыхланăр. Çÿлти Турă тем те тума пултарнине, Вăл çав тери аслă та хăватлă пулнине пĕлсе тăрăр.
210. Мухаммад вăл Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен элчĕ пулнине ĕненмен чун Турă Хăйĕн пирĕштийĕсемпе пĕрле ун умне тÿперен анса тăрасса, Турра хăй куçĕпе курасса шанать-и? Анчах та çут тĕнчери кашни чун шăпи паллă. Мĕншĕн тесен çут тĕнчере пĕтĕмпех Çÿлти Турă палăртнă пек пулса иртет.
211. Израиль ывăлĕсенчен Эпир вĕсене Турă Сăмахне пĕлтерекен çынсем калани чăнлăх пулнине çирĕплетекен мĕн чухлĕ асамлăх кăтартнине, вĕсене миçе йĕрке Сăмах пĕлтернине ыйтса пĕл. Ку вăл – Çÿлти Турă панă ырлăх. Çавăнпа та çак ырлăха сутакан çын Çÿлти Турă хушнипе килекен асап хăрушă пулнине ан мантăр.
212. Çут тĕнчене пултарнă Турă тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулнине, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен элчĕ пулнине ĕненмен чун çак тĕнчери ырлăхпа киленсе улталаннă. Çавăнпа та вăл Турра ĕненекенсенчен кулса пурăнать. Анчах та явап кунĕ çитсен Турă умĕнче çылăха кĕме хăранă çын чыссăр çынран çÿлерех те хисеплĕрех пулĕ. Çÿлти Турă чăнах та пĕрне çĕр çинчи пурнăçра нумай ырлăх парать, теприне нуша курмалла тăвать. Анчах та Турă çапла майпа этеме тĕрĕслет, унтан пурне те тивĕçлипе тавăрса парать.
213. Ĕлĕк çынсем пурте пĕр халăх пулнă, пурте пĕр çулпа утнă. Турă вĕсем патне ырă хыпар пĕлтерекен, тĕрĕс пурăнма вĕрентекен арсене янă. Çавăн пекех Вăл çынсем хушшинче сиксе тухнă ыйтусене, вăл е ку лару-тăрăва тивĕçлĕ майпа татса пама Хăйĕн Сăмахне пĕлтернĕ. Анчах та çынсем пĕр-пĕрне курайманран, пĕр-пĕрне ăмсаннăран тĕрлĕ ушкăна пайланнă. Пĕр пайĕ чăнлăха йышăнман та Турă Сăмахĕ пирки тавлашнă. Çавăнпа та Турă Хăйĕн Сăмахне ĕненекен çынсене кăна тÿрĕ çулпа уттарнă. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă Хăй кама тÿрĕ çулпа уттарас тет, çавна кăна тĕрĕс çул çине кăларать.

#чувкоран
  • 🔥 3
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  5. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  6. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →