TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #155 144
246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яман-и? Вĕсен пуянĕсем, ятлă-сумлă çыннисем Самуила: «Самуил! Пĕр-пĕр çынна суйласа ил те ăна пирĕнпе патша пулмалла ту! Вăл пире тÿрĕ çулпа ертсе пытăр. Вăл пире Çÿлти Турă ятне çÿле çĕклес, чăн тĕне хÿтĕлес тесе тăшмана хирĕç кĕрешме çапăçу хирне ертсе тухтăр!» – тесе каланă. «Енчен те Турă сире çапăçу хирне тухма хушсан эсир Унăн Сăмахне итлемерĕр, тăшмана хирĕç тăрас вырăнне килĕрсенче ларса юлтăр пулсан? Ун чухне мĕн калатăр?» – тенĕ Самуил. Çак сăмах пуян та ятлă-сумлă çынсене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. «Мĕншĕн пирĕн Çÿлти Турă Сăмахне итлес мар? Мĕншĕн пирĕн Унăн ятне асăнса тăшмана хирĕç тăрас мар? Суя тĕнпе пурăнакансем пире тăван çĕршывран хăваласа янă, пирĕн ачасене тыткăна илнĕ, вĕлернĕ», – тенĕ вĕсем. Анчах та Çÿлти Турă вĕсене çапăçу хирне тухма хушсан, нумайăшĕ Турă Сăмахне итлемен. Çапла тунипе вĕсем Турра, Самуила тата хăйсене хăйсем панă сăмаха тытман. Анчах та çут тĕнчене пултарнă пĕртен-пĕр Турă чыссăр та пÿтсĕр çынна та пĕлет. Çавăнпа та çав çын Турă умĕнче явап тытмасăр юлас çук.
247. «Израиль ывăлĕсем! Çÿлти Турă хушнипе Саул патша пулĕ, сире ертсе пырĕ!» – тенĕ Самуил. «Мĕншĕн уйрăмах Саулăн патша пулмалла? Мĕншĕн Çÿлти Турă Саула суйланă? Эпир унран пуянрах та сумлăрах! Çавăнпа Саул мар, эпир патша пулма тивĕç!» – тесе каланă пуянсемпе ятлă-сумлă çынсем. «Çÿлти Турă хăвачĕпе Саул çав тери ăслă та пархатарлă çын. Вăл патшалăх ертÿçи пулма тивĕç, вăл вăрçă ăсталăхне те аван пĕлет. Çавăн пекех Саул вăй-хăват тĕлĕшĕнчен те мухтава тивĕçлĕ çын. Чăн калатăп: Çÿлти Турă Хăй кама халăха ертсе пыртарас тет, çавна патшана кăларать. Çакна нихăçан та ан манăр!» – тесе пĕлтернĕ Самуил.
248. «Турă Моисее панă Сăмаха çырса хунă чул хăмасем, Моисей кил-йышĕнчен тата Аарон кил-йышĕнчен мĕн юлни сирĕн пата таврăнни Саул патша пулма тивĕçлине çирĕплетсе парĕç. Çак япаласене сире пирĕштисем тавăрса парĕç. Çак япаласем Израиль ывăлĕсен аллинче пулни сире канăçлăх парĕ. Эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненетĕр пулсан, çак пулăмсем сире Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăхпа пĕр килнине çирĕплетсе парĕç», – тенĕ Самуил.
249. Саул çар пухса çула тухсан тăван халăхне çапла каланă: «Çут тĕнчене пултарнă Турă сире тĕрĕслесе тăрĕ. Эпир юханшыв хĕррипе иртĕпĕр. Чăтăмлă пулăр! Шăрăх аптратсан та, çав юханшывран шыв ан ĕçĕр. Ĕçсен те пĕр сыпкăмран ытла мар. Çак виçерен иртекен çын Турă Сăмахĕнчен иртĕ те тек нихăçан та пирĕнпе пулаймĕ. Вăл пирĕншĕн ют пулĕ». Юханшыв хĕррине тухсан нумайăшĕ Саул сăмахĕсене манса тăраниччен шыв ĕçнĕ. Çавăнпа та юханшыв урлă Турра ĕненекен, Турă хушнине пурнăçласа пĕр сыпкăмран ытла шыв ĕçмен çынсем кăна каçайнă. Çыран тепĕр енне çитсен вĕсем çарта çав тери сахал çын юлнине курнă. «Голиаф çарне хирĕç тăма пирĕн вăй-хал çитеес çук», – тенĕ вĕсем кулянса. Анчах та Турра чун-чĕререн ĕненекен, çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Çÿлти Турă патне таврăнасса пĕлекен çынсем пĕрре те хуйхăрман: «Турă пулăшнипе пĕчĕк çар пысăк çара миçе хут çĕнтернине аса илĕр!» – тенĕ. Çÿлти Турă чăтăмлă та йывăрлăхран хăраман çынна нихăçан та пăрахас çук. Вăл ăна яланах пулăшса пырать.
250. Çапăçу пуçлансан Турра ĕненекенсем: «Турăçăм! Пире чăтăмлăх парсам! Пирĕн урасене çирĕплĕх парсам! Турăçăм! Пире суя тĕнпе пурăнакан тăшмана парăнтарма пулăшсам!» – тесе кĕлĕ тунă.
251. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулăшнипе чăн тĕнпе пурăнакансем çĕнтернĕ, тăшман çарĕ саланса пĕтнĕ. Давид çав çапăçура хăй çав тери паттăр пулнине кăтартнă, вăл Голиафа вĕлернĕ. Çÿлти Турă ăна Саул хыççăн патша пулмалла тунă, Давида Хăй мĕн вĕрентес тенине вĕрентнĕ. Çÿлти Турă çут тĕнчери халăхсене усал шухăшлă çынсенчен упраман пулсан, таса пурнăçпа пурăнакансене усал шухăшлă çынсенчен хÿтĕленме май паман пулсан çĕр чăмăрĕ çинче нихăçан та канлĕх пулмĕччĕ, çынсем пĕр-пĕрне вĕлерсе пĕтерĕччĕç. Анчах та Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна хĕрхенет, пурне те ырлăх сунать.

#чувкоран
  • 👍 1
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  5. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
  6. Jul 21, 2023238. Турра ĕненекенсем! Турă хушнине пурнăçласа вăхăтра кĕлĕ вулăр тата кĕлĕ йĕркине çирĕп…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →