TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #157 340
252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕркисене уçса паратпăр. Эсĕ чăннипех те Турă хушнипе çут тĕнчери мĕн пур халăха чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакан элчĕ пулнине, эсĕ этемлĕхе Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернине çирĕплететпĕр.
253. Эпир нихăçан та Турă Сăмахне пĕлтерекен элчĕне пулăшусăр хăварман. Эпир йĕркеленипе элчĕсемпе пророксем пурте пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă, вĕсем Çÿлти Турă умĕнче тĕрлĕ шайра тăнă. Пĕрисемпе Эпир Моисейпе калаçнă евĕр калаçнă. Мухаммада Эпир чи çÿллĕ шая хăпартса ăна Сăваплă Коран йĕркисене пĕлтернĕ. Эпир Мария ывăлне Иисуса та пăрахман. Пирĕн хăватпа вăл асамлă ĕçсем тунă: вилнĕ çынна чун кĕртнĕ, чирлĕ çынна сыватнă. Эпир хушнипе ăна Гавриил пирĕшти пулăшса пынă. Çакна пĕлĕр: вĕсем пурте çынсене тÿрĕ çул çине тăма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме чĕнсе каланă. Турă çак çынсем çут тĕнчерен уйрăлса кайсан тĕнчене килнĕ халăхсене пĕр-пĕринпе вăрçăнма, тĕн пирки тавлашма чарнă пулĕччĕ те, анчах та чармасть. Мĕншĕн тесен Вăл этеме пурнăç çулне хăй тĕллĕн суйлама ирĕк панă. Çавăнпа та çынсем хушшинче яланах хирĕçÿ те курайманлăх: пĕрисем Турра ĕненеççĕ, теприсем ĕненÿсĕр пурăнаççĕ. Çÿлти Турă мĕн пур çынна пĕр сăмах тупма пулăшĕччĕ те мĕн пур ыйтăва татса панă пулĕччĕ. Анчах та Вăл Хăй мĕн тăвас тенине çеç тăвать.
254. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă панă ырлăхпа мĕн явап кунĕ çитиччен усă курса пурăнăр, Турă панă пурлăха ырă ĕç туса тăкаклăр, ăна сая ан ярăр. Явап кунĕ çитсен сире ятлă-сумлă çынсемпе туслă пулни те, суту-илÿ туса пухнă пуянлăх та пулăшаймĕç. Çав кун пĕр чун та сирĕн хута кĕреймĕ. Суя тĕнпе пурăнакансем тÿрĕ çул çине тăма шутламаççĕ, çавăнпа та вĕсен ĕçĕсем тасамарлăхпа тата тĕрĕсмарлăхпа тулнă.

#чувкоран
  • 👍 22
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  3. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  4. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  5. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
  6. Jul 21, 2023238. Турра ĕненекенсем! Турă хушнине пурнăçласа вăхăтра кĕлĕ вулăр тата кĕлĕ йĕркине çирĕп…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →