TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #150 111
226. Арăмпа пĕр вырăн çине выртмастăп тесе тупа тунă çын хăйĕн сăмахне тăватă уйăх тытса пурăнтăр. Анчах та çак вăхăт иртиччен вăл хăйĕн шухăшне улăштарать, мăшăрĕпе ар хутшăнăвне кĕрет пулсан, сăмахне мантăр. Турă сире хĕрхенет, Вăл тÿрĕ çулпа утакана каçарать.
227. Арăмĕнчен уйрăлас тенĕ арçын Çÿлти Турă унăн мĕн пур сăмахне илтнине, вăл мĕн туса пурăннине пĕлнине яланах асра тыттăр.
228. Мăшăрĕнчен уйрăлнă хĕрарăм виçĕ уйăх хушши качча каймасăр пурăнтăр. Вăл Турра ĕненет пулсан, явап кунĕ çитессе пĕлет пулсан, хăй пушă мар пулнине ăнлансан çакна ача ашшĕнчен ан пытартăр, хăй пушă мар иккенне арçынна пĕлтертĕр. Çак хыпара илтсен арçыннăн хĕрарăма каялла тавăрса арăм тума тивĕç пур. Арçынпа хĕрарăм пĕр тан: вĕсен иккĕшĕн те пĕр-пĕрин умĕнче тивĕç те, яваплăх та пур. Анчах та арçын шайĕ çÿллĕрех. Мĕншĕн тесен вăл кил-йышшăн тата ачисемшĕн яваплă, унăн мăшăрне те, ачисене те тăрантмалла, тумлантармалла. Чăн калатăп: Çÿлти Турă тем тума та пултарать. Вăл аслă, мухтавлă, хăватлă.
229. Арçын хĕрарăмран уйрăлас тенине икĕ хут каласа пĕлтертĕр. Унтан арăмĕпех юлăр е ним тавлашмасăр, ним вăрçăнмасăр ăна ирĕке ятăр, ан чартăр. Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕркене нихăçан та ан пăсăр. Çавăнпа та хăвăр панă сăмаха тытма пултаратăр пулсан арăмран хăвăр ăна мĕн парнеленине каялла тавăрса пама ан ыйтăр. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Арçын кăна мар, хĕрарăм та уйрăлас теме пултарать. Çавăнпа та арăмĕ упăшкине мĕн те пулин парса е укçан тÿлесе уйрăлса ирĕке яма ыйтни çылăх мар. Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕрке ку. Турă Сăмахĕнчен нихăçан та ан иртĕр. Мĕншĕн тесен Турă çирĕплетнĕ йĕркесене пăсакан этем чыссăр та намăссăр чун.
230. Арăмĕнчен уйрăлнă арçын тепĕр чухне мăшăрне каялла тавăрса çĕнĕрен çемье çавăрас тет. Анчах та çапла тума юрамасть. Мĕншĕн тесен хĕрарăмăн малтан урăх арçынна качча тухса унран уйрăлмалла. Вара тин вăл унчченхи упăшки патне таврăнма, унпа çемье çавăрма пултарать. Анчах та вĕсен иккĕшĕн те Çÿлти Турă Сăмахне çирĕп тытса пымалла, чăн тĕнпе пурăнмалла, Турă çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмалла. Çÿлти Турă ĕненÿпе пурăнакан ăслă-тăнлă çынна Хăйĕн Сăмахне, Хăй çирĕплетнĕ йĕркене ăнлантарса парать.
231. Арăмĕнчен уйрăлас текен арçын палăртнă вăхăт иртиччен (виçĕ уйăх) тăхтатăр та пулни-иртнине манса малашне те мăшăрĕпех пурăнтăр е ăна ирĕке ятăр. Вăл арăмне сиен кÿрес е асаплантарас тесе килĕнче тытса ан тăтăр, Турă Сăмахĕнчен иртсе çылăха ан кĕтĕр. Мĕншĕн тесен Турă Сăмахĕнчен иртекен çын хăйне хăй сиен кÿрет, хăйне хăй асаплантарать. Çÿлти Турă Сăмахне вăйă вырăнне ан хурăр, Турă кÿнĕ ырлăха нихăçан та ан манăр. Çÿлти Турă сире Сăваплă Коран йĕркисене пĕлтерсе тĕрĕс çул кăтартнине, Вăл сире вĕрентсе çутта кăларнине асра тытăр. Çÿлти Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна пĕлет.
232. Сирĕнтен уйрăлнă хĕрарăм унчченхи упăшкине савать пулсан, упăшки те ăна юратать пулсан, вĕсене пĕрлешсе çемье çавăрма ан чарăр, анчах та палăртнă вăхăт иртиччен кĕтĕр. Турра ĕненекен, явап кунĕ çитессе пĕлекен çын çак йĕркене тытса пытăр, Турă хушнинчен ан ирттĕр. Çапла туни сирĕншĕн чыслă та таса пулĕ. Анчах Çÿлти Турă пĕтĕмпех курнине, пĕтĕмпех пĕлнине нихăçан та ан манăр.

#чувкоран
  • 👍 2
  • 🤔 1
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  5. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  6. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →