TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #148 95
221. Нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакан хĕрарăма качча ан илĕр. Вăл малтан хăйĕн тĕнне пăрахăçласа ислам тĕнне йышăнтăр. Нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакан ирĕклĕ хĕрарăм сире çав тери килĕшет пулсан та, вăл тыткăна лекнĕ чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмран кая. Хĕрĕре нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакан арçынна качча ан парăр. Пулас мăшăр малтан ислам тĕнне йышăнса тÿрĕ çул çине тăтăр. Турра ĕненекен тарçă суя тĕнпе пурăнакан ирĕклĕ çынран пур-пĕрех паха. Суя тĕнпе пурăнакан çын сире çав тери килĕшни те çак йĕркене пăсас çук. Нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнакансем сире тамăк вутне кĕме чĕнеççĕ. Çÿлти Турă сире çăтмаха кĕме тата Турă каçарăвне тивĕçме чĕнет. Вăл сире Хăйĕн Сăмахне ăнлантарса парать, çак Сăмах сире ырра вĕрентсе тĕрĕс çул кăтартать.
222. Çынсем санран хĕрарăмпа унăн уйăх хушши пулнă вăхăтра савăшма юрать-и тесе ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: «Çак вăхăтра хĕрарăм хăйне начар туять. Уйăх хушши чухне мăшăрпа ар хутшăнăвне ан кĕрĕр, вăл тасалса çитиччен тăхтăр. Тасалса çитсен хăвăрăн тивĕçе Турă хушнă пек пурнăçлăр». Чăн калатăп: Çÿлти Турă çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе тасамартан тасалакан çынна юратать.
223. Арăм сирĕншĕн ана евĕр – эсир вăрлăх акса ачаллă пулатăр. Çавăнпа та çак ана çине хăвăр мĕнле кĕрес тенĕ пек кĕрĕр те вăрлăх акăр. Анчах та киленÿ шыраса намăса ан манăр, усал туса çылăха ан кĕрĕр; ырă ĕçсен виçине ÿстерме тăрăшăр, леш тĕнчене кĕтсе илме хатĕрленĕр. Адам ывăлĕсем! Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр, палăртнă вăхăт çитсен пурин те Ун умне тухса тăма тивнине ан манăр. Çак хыпара Турра ĕненекенсене пĕлтерсе савăнтар!

#чувкоран
  • 👍 4
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  5. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  6. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →