TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #151 125
233. Ача ашшĕ хирĕç мар пулсан, хĕрарăм тин çуралнă ывăлне е хĕрне икĕ çул хушши кăкăр сĕчĕпе тăрантса пурăнтăр. Çапла туни ачана пысăк усă кÿрĕ, унăн сывлăхне çирĕплетĕ. Упăшкин арăмне те, ачине те май килнĕ таран апат-çимĕçпе, кĕпе-йĕмпе, тум-тирпе тивĕçтермелле, вĕсемпе яланах ырă кăмăллă пулмалла. Çÿлти Турă пĕр çынна та этем çĕклейми йывăр çĕклем памасть. Турă пулăшсан этем кирек епле лару-тăруран та тухать, пур ыйтăва та татса парать. Нихăçан та ача амăшне тăван ачинчен уйăрса ан кÿрентерĕр, ăна ан хĕсĕрлĕр. Хĕрарăм та упăшкине ачине пăхма ытла нумай укçа ыйтса ан кÿрентертĕр, виçерен ан ирттĕр. Ачашăн амăшне те, ашшĕне те ан кÿрентерĕр. Ача ашшĕ ĕçлейми пулсан, халал хучĕ тăрăх унăн пурлăхне тивĕçекен çын арçынна пăхса пурăнтăр, ăна мĕн кирлипе тивĕçтертĕр. Ашшĕпе амăшĕ пĕр сăмах тупса ачана кăкăр ĕмтерме пăрахтарас тени çылăх мар. Çапла тунинче ним япăххи те çук. Пĕр-пĕр хĕрарăма ачана кăкăр сĕчĕпе тивĕçтерме чĕнсе илни те çылăх мар. Анчах та çав хĕрарăма ĕçĕшĕн тав тума, тÿлеме ан манăр. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр. Мĕншĕн тесен Вăл эсир мĕн тунине пĕтĕмпех курать.
234. Упăшки вилсен тăлăха юлнă хĕрарăмсен качча кайма васкамалла мар, тăватă уйăх та вунă кун кĕтмелле. Çапла туса вĕсем çие юлнипе юлманнине пĕлеççĕ тата çут тĕнчерен уйрăлса кайнă упăшкине хисепленине кăтартаççĕ. Палăртнă вăхăт иртсен тăлăха юлнă арăм Турă хушнă пек пурăнса качча тухни унăн тăванĕсене çылăх мар. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, эсир мĕнле пурăннине пĕтĕмпех пĕлет.
235. Эсир тăлăха юлнă арăма хăвăр ăна килĕштернине, ăна çураçас тенине систерме пултаратăр. Çапла туни çылăх мар. Мĕншĕн тесен сирĕн мĕн пур шухăш-ĕмĕтĕр ун пирки кăна пулĕ. Çÿлти Турă çакна питĕ лайăх пĕлет. Тăлăха юлнă арăма çынран вăрттăн нимĕн те ан шантарăр, авланас тени çинчен пурте илтмелле ан калăр, хăвăр шухăшăра çепĕççĕн систерĕр. Анчах та палăртнă вăхăт иртиччен (тăватă уйăх та вунă кун) кĕтĕр, туй туса пĕрлешме ан васкăр. Адам ывăлĕсем! Турă сирĕн чунăрсенче мĕн упраннине пĕлнине нихăçан та ан манăр, Ун умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Анчах та çав вăхăтрах Вăл сире ăнланнине, сире хĕрхенсе каçарнине яланах асра тытăр!
236. Арçынсем! Эсир мăшăрăртан унпа çывăх пулмасăр, туй парнин виçи пирки калаçса татăлмасăр уйрăлас тени те çылăх мар. Анчах та хĕрарăма нимсĕр кăларса ан ярăр, туй парнин виçине хăвăр ирĕкпе палăртăр та арăма парăр. Çавăнпа та туй парнин виçи тивĕçлĕ пултăр: пуян çын пуянлăхне кура патăр, чухăнни мĕн чухлĕ пама пултарать, çавăн чухлĕ патăр. Ырă çын çапла тăвать. Ырă çын пулма тăрăшăр.
237. Арçынсем! Эсир мăшăртан унпа çывăх пулмасăр, анчах та туй парнин виçине палăртнă хыççăн уйрăлас тетĕр пулсан туй парнин çуррине парăр. Анчах та хĕрарăм е унăн çывăх тăванĕ туй парнине илес мар тет пулсан, памасан та пултаратăр. Арçынсем хĕрарăма туй парнине пама шеллеменни, çав вăхăтрах хĕрарăмсем туй парнине илес теменни тĕрĕс. Çапла туни çын чыслă та сăпайлă пулнине кăтартать. Сирĕн пĕр-пĕринпе яланах ырă кăмăллă пулмаллине ан манăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă эсир мĕнле пурăннине, мĕн тунине курать.

#чувкоран
  • 👍 3
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  5. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  6. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →