TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #146 95
216. Çут тĕнчене пултарнă Турă сире хăвăра хĕсĕрлекен, хăвăра хĕн-хур айне тăвас текен, хăвăра пĕтерме ĕмĕтленекен суя тĕнпе пурăнакан ушкăна хирĕç кĕрешме хушнă. Çапах та çак пархатарлă ĕç сире пĕрре те килĕшмен. Анчах та тепĕр чухне сире килĕшмен ĕç хăвăра çав тери пысăк усă кÿрет, килĕшекенни вара сиен кÿрет. Малашлăхра сирĕнпе мĕн пулассине пĕр Турă çеç пĕлет. Эсир çакна пĕлес çук.
217. Çынсем санран юн тăкма юраман уйăхра Мекка хулинче пурăнакан суя тĕн çыннисене хирĕç кĕрешме юрать-и тесе ыйтаççĕ. Çапла хуравла: «Юн тăкма юраман уйăхра çапăçу хирне тухни çылăх. Анчах та этем Турă пилленĕ çул çинчен пăрăнни, суя тĕнпе пурăнни, вăл кĕлĕ вулакансене таса çуртран хăваласа яни калама çук пысăк çылăх шутланать. Ан манăр: нумайтурăлăх тĕнĕпе пурăнни вăл çынна вĕлернинчен те пысăк çылăх. Суя тĕнпе пурăнакансем сире тÿрĕ çул çинчен пăрса ямасăр та лăпланас çук. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – сире чăн тĕнрен сивĕтсе хăйсен тĕнне çавăрасси. Чăн тĕне пăрахса суя тĕнпе пурăнса вилекен çын телейсĕр. Унăн çак пурнăçри ĕçĕсем те, леш тĕнчери ĕçĕсем те усăсăр пулĕç, сая кайĕç. Вĕсем яланлăхах тамăка кĕрĕç, унта çунса асапланĕç».
218. Чăн тĕне упраса хăварас тесе тăван тăрăха пăрахса Мекка хулинчен Медина хулине пурăнма куçнă çынсем Турра чун-чĕререн ĕненеççĕ, вĕсем Турă пулăшса пырасса шанаççĕ. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă вĕсене хĕрхенет, Вăл тÿрĕ пурнăçпа пурăнакана каçарать, ăна ырăлăх курмалла тăвать.

#чувкоран
  • 👍 6
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  5. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  6. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →