TGViewer
Саиф Саиф @saifchu · 45 subscribers
Post #147 94
219. Çынсем санран эрехпе этеме хĕртсе яракан вăйăсем пирки ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: «Вăл та, ку та этеме пысăк сиен кÿрет. Анчах та вĕсен усси те çук мар. Çав-çавах эрех патне тата этеме хĕртсе яракан вăйăсем патне çывхаракан çын çав тери пысăк çылăха кĕрет». Çынсем санран пурлăхăн хăш пайне чухăнсемпе нуша куракансене пама уйăрса хумалли çинчен ыйтаççĕ. «Хăвăр усă курнă хыççăн юлнă пурлăха», – тесе пĕлтер. Çапла майпа Çÿлти Турă сире Хăйĕн Сăмахне пĕлтерет, Хăйĕн Сăмахне сире ăнлантарса парать. Тен, эсир çакăн çинчен шухăшлатăр та тÿрĕ çул çине тăратăр.
220. Тен, çакна илтсен эсир пурнăç çинчен, хăвăра леш тĕнчере мĕн кĕтни çинчен кăшт та пулин шухăша каятăр. Вĕсем санран тăлăха юлнă ачасем пирки ыйтаççĕ. Çапла хуравла: «Тăлăха пулăшни вăл – ырă ĕç». Енчен те эсир хăвăр пурлăхăра тăлăха юлнă ачан пурлăхĕпе пĕрлештеретĕр пулсан, тăлăха хăвăр пата илсе ăна вĕрентетĕр пулсан, ăна ырă сĕнÿ-канаш паратăр пулсан, пĕр-пĕриншĕн тăван евĕр пулатăр. Ан манăр – Çÿлти Турă чыссăр çынна та, ырă тăвакан çынна та курать. Турă сире усал суннă пулсан, эсир йывăр лару-тăрăва е пĕр-пĕр инкеке лекнĕ пулăттăр. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тем тума та пултарать. Вăл аслă, мухтавлă, хăватлă.

#чувкоран
  • 🔥 2
More from @saifchu
  1. Aug 1, 2023Поистине, Бог сотворил вас из мужчины и женщины и сделал вас народами и племенами, и нет н…
  2. Jul 25, 2023252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Эпир сана Сăваплă Коран йĕрки…
  3. Jul 25, 2023✨ В селе Шыгырдан отметили 145-летие первой мечети 22 июля в Чувашии в селе Шыгырдан, где…
  4. Jul 24, 2023246. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яма…
  5. Jul 23, 2023243. Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çулçÿреве тухнă пин-пин çын çинчен каланине…
  6. Jul 22, 2023240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшкин пÿртĕнче пăхса п…
Threads Profile ViewerView any public Threads profile without an account.Open ThreadLook →Writing with AI? Make it sound human.Metric37 rewrites AI drafts so they read naturally. Free AI detector, 1,500 words free.Try Metric37 →