204. Сана хăшĕ-пĕри çĕр çинчи пурнăçа мухтаса калани, çĕр çинчи ырлăхпа илĕртни тĕлĕнтерет. Сана унăн сăмахĕсем тепĕр чухне килĕшме те пултарĕç. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн чĕринче мĕн упраннине Турă ятне асăнса пĕлтерет. Анчах та ан улталан. Çав çын саншăн чĕр тăшман пулса тăрать. Вăл сана тÿрĕ çул çинчен пăрса ярас тет.
205. Çак этем санран пăрăнса утсанах çылăха кĕме васкать, çынсене усал тăвать, тыр-пула сиен кÿрет те выльăх-чĕрлĕхе амантать. Унра ним ырри те çук. Чыссăр та намăса çухатнă çынна Турă юратмасть.
206. Çав этеме: «Эсĕ мĕн хăтланатăн? Турăран хăра!» – тесе каланин те усси пулас çук. Вăл хăйне çав тери мăнна хунăран хăйĕн пĕр çылăхне те курмасть. Çапла, уншăн тамăк вучĕ çителĕклĕ пулĕ. Анчах та тамăк вучĕ вăл çав тери хăрушă вырăн!
#чувкоран
Post #139
75
- 🔥 2