(36:1) Йа Син
(36:2) Этемлĕхе сĕм тĕттĕмрен çутта кăларакан, çут тĕнчери мĕн пур чуна чăнлăха вĕрентекен Коран ячĕпе тупа туса шантаратăп!
(36:3) [Мухаммад!] Эсĕ чăннипех те çут тĕнчери халăхсене чăн тĕне вĕрентекенсенчен пĕри, эсĕ Аллах хушнипе килнĕ çын,
(36:4) Эсĕ тÿрĕ çулпа утатăн.
— Коран, Сӑваплӑ Коран тафсирӗ
Post #84
855