Хыпарсем
Данила Зайцев кӑҫалхи “Наци кросне” хутшӑнчӗ. Массӑллӑ спорт уявӗнче артист миҫе ҫухрӑм чупнӑ-ши ? Нимиҫе те . Вӑл старта тухма хатӗрленекенсене хитре юрӑсемпе хавхалантарнӑ.
Ольга Осипова отжимани тӑвассипе 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Вӑтам професси пӗлӗвне паракан вӗрентекенсем хушшинче иртекен спорт ӑмӑртӑвӗнче Ольга Осипова юрӑҫ отжимани туса 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. “26 хут турӑм. Ун хыҫҫӑн икӗ кун урасем ыратса ҫӳрерӗҫ. Тата унта эстафетӑра та чупрӑм, сикессипе те ӑмӑртрӑм. Пӗлтӗр, виҫӗмҫул 2-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кӑҫал вара кӑшт урӑхларах пулчӗ” - тет юрӑҫ.
Алексей Казанцев ку эрнере черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентеше чунтан саламлатпӑр! Ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, Турӑ хӳттинче пулма сунатпӑр! 🙏
@koncertsem
Post #282
35




- ❤ 3