Алина Кудрявцева 9-мӗш класс хыҫҫӑн ашшӗпе амӑшне систермесӗрех Шупашкара вӗренме кайма шкултан документсене кайса илнӗ.
Амӑшӗ ҫакна пӗлсен йӗме пуҫланӑ. Вӑл хӗрне ытла ир Шупашкара кӑларса ярасшӑн пулман. Анчах Алина пӗрех тетӗшӗпе хулана ҫул тытнӑ. Музыка училищине документсене кайса панӑ.
Экзамена 30 ытла ҫамрӑк килнӗ. Виҫҫӗшне анчах вӗренме илеҫҫӗ.
Комиссире лараканни хӗре ҫапла каланӑ: “Эсир юрӑ-кӗвӗ грамотине пӗлместӗр. Апла мӗн тума килнӗ?” Тепри хута кӗрсе: “ Вӑл вӗренме килнӗ, юрлатӑр” - тенӗ. Илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ хыҫҫӑн педагогсем нимӗн те каламан. Ҫавӑнпа та Алина хурланса яла таврӑннӑ.
Эрне пуҫламӑшӗнче ун патне шӑнкӑравласа тепӗр экзамен тытма килмелли пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек Патӑрьел пики музыка училищине вӗренме кӗнӗ.
@koncertsem
Post #276
45



- ❤ 3