https://samlib.chuvash.org — ҫӗнӗ проект хатӗрлерӗм. Вӑл Самлиб евӗрлӗскер. «Ман пултарулӑх» ят патӑм. Унта чӑвашла хайлавсем вырнаҫтарма май пулӗ. Тӗп функционал ӗҫлет, анчах туса ҫитермелли пайтах-ха.
⏱ Сайта виҫӗ кун ӑсталарӑм:
1-мӗш кун (чи сахал вӑхӑт уйӑрнӑ): дизайн хатӗрлерӗм. Шӑп ҫак дизайн ман кӑмӑла кайни проекта пурнӑҫлама май пачӗ те. Эп дизайнне пӑхса илес кӑна терӗм, килӗшрӗ те тахҫанах тума шухӑшласа хунӑ ӗҫе пурнӑҫлас терӗм.
2-мӗш кун: авторизаци ӑсталани. ВК тата Яндекс урлӑ турӑм.
3-мӗш кун (ӗнер): хайлавсемпе ӗҫлемеллине ӑсталарӑм. Ман тытӑм ҫакнашкал пулчӗ: Ярӑм (вӑл кӗнекесен пуххи) — Кӗнеке — Хайлав — Сыпӑк.
⚙ Ку проекта чи малтан ИИ-пе усӑ курса сайт хатӗрлеме май пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме пурнӑҫларӑм. Хуравӗ вара: ҫук, пӗлӳ пулмасан сайт хатӗрлеме май ҫук. Анчах ИИ пулӑшма пултарать. Самай. Эп ку сайта ӑсталанӑ май ни CMS-па усӑ курмарӑм, ни мӗнле те пулин Фреймворкпа. Апла пулин те тӗп функционалсене йӗркелеме виҫӗ кун кӑна кирлӗ пулчӗ. Мӗншӗн пултараймасть? Мӗншӗн тесен вырӑнӗ-вырӑнӗпе чӑхӑмларӗ. Пӗр тӗслӗх кӑна илсе кӑтартам: пӗр пайра переменнӑй пӗлтерчӗ, ҫавна пула сайт ӗҫлеме пӑрахрӗ. Эп йӑнӑш ҫине кӑтартатӑп — вӑл вара ӑна ниепле те юсаймасть. Темиҫе вариант сӗнчӗ. Ҫав шутра: сайта пач пӑсса хураканнине те... Юрать эп программӑламалли чӗлхене пӗлетӗп те мӗнле юсамаллине ӑнлантӑм: переменнӑй пӗлтернине пай тулашне кӑлармалла. Юрӗ, ӑна юсарӑм, кайран вара вӑл юсама хӑтланнӑ май ҫӑрса тултарнӑ йӑнӑшсене тӳрлетме тиврӗ. Тепӗр вырӑнта БД-ри таблица ятне пӑтраштарса пычӗ. Малтан вӑл мана хӑй ят сӗнчӗ, эп урӑххине сӗнтӗм. Вӑт вара хӑй малтан сӗннӗ ятпа пӑтрашӑнса пычӗ те. Пӗтӗмлетсе каласан: ним пӗлмесӗр сайт ӑсталама май ҫук. Авторизацине йӗркелени пит нумай вӑхӑт йышӑнни те ҫак сӑлтавпах ҫыхӑннӑ. ВК хӑйӗн авторизацине улӑштарнӑран вӑл мана кивӗ тата ҫӗнӗ меслетсене хутӑштарса пачӗ...
‼ Вӑт ҫакнашкал проект пулчӗ. Малалла аталантарас пулать. Сайт ӗҫленӗ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсене майлаштарса пымалла. Ҫавна май сайта сире кӑтартас тетӗп те. Паллашӑр. Усӑ парасса шанса тӑрас килет.
#программӑлани #сайтсем
Post #2108
159
